Шупашкар районӗнчи арҫын ачисемшӗн алимент тӳлемен. Халь унӑн куншӑн ҫур ҫул патшалӑха ӗҫлесе татма тивӗ. Унӑн шалӑвӗн 5 процентне патшалӑх валли тытса юлӗҫ. Ҫапла йышӑннӑ суд.
Арҫын икӗ ачишӗн алимент тӳлесе пыманнипе малтан административлӑ майпа явап тытнӑ. Кайран та вӑл тӳрӗ ҫул ҫине тӑман. Ҫапла унӑн алимент парӑмӗ 1,3 миллион тенкӗ пухӑннӑ.
Николай Шупуҫҫыннин ячӗ чӑваш культуринче тарӑн йӗр хӑварнӑ. Ӑна чӑваш литературин никӗсне хывакансенчен пӗри тесен те йӑнӑш мар пуль ӗнтӗ. Чӑваш халӑхӗшӗн ҫӗнӗ тапхӑр пуҫланнӑ май литературӑна та аталантармалла пулнӑ. Чӑвашсен литератури пачах та пулман теме май ҫук ӗнтӗ, анчах вӑл темле пуян пулнӑ пулин те, ытларах енӗпе халӑх пултарулӑхӗ ҫинче никӗсленнӗскер пулнӑ. Юмахсем, юрӑсем, тата ытти енлӗ пултарулӑх. Шӑп та ҫав вӑхӑтри ҫынсем чӑваш литературин никӗсне хывнӑ та ӗнтӗ. Малтанах вӑл юмахсемпе халапсем ҫине таяннӑ, каярах вара хӑй тӗллӗн вӑй илнӗ. Анчах Николай Шупуҫынни, Константин Иванов тата ыттисем шӑп та шай литературӑн пуҫламӑшне амалантарнӑ.
Паянхи кун чылай чухне «чӑвашӑн вӑл ҫук, ку ҫук» теме юратаҫҫӗ. Анчах ҫапла сӑмахланӑ хыҫҫӑн малалли ӗҫе тӑвакансем ҫук. Ҫук япалана пур тума мехел ҫитермелле. Константин Иванов, Николай Шупуҫҫынни тата вӑл вӑхӑтри ытти ҫыравҫӑ-сӑвӑҫ шӑп та лӑп ҫук япалана пур тума пултарнӑ та ӗнтӗ. Чӑваш халӑхӗн поэмӑсем пулман-тӑк — вӗсем ӑна хайланӑ.
Ӗнер Шупашкар районӗнчи Самуккасси ялӗнче пурӑнакансем анкартинчи типӗ курӑка ҫунтарнӑ. Анчах ку пысӑк инкекпе вӗҫленнӗ. Ялта тӳрех виҫӗ пӳрт ҫунса кайнӑ.
Ку 14 сехетре пулнӑ. Ҫулӑм типӗ курӑк ҫинчен хуралтӑ таврашӗсем ҫине куҫнӑ. Ҫапла виҫӗ хуҫалӑх пӳрчӗ-качки шар курнӑ. Виҫӗ ҫуртӗнче те ҫынсем пурӑннӑ. Юрать-ха, хуҫисем чӗрӗ-сывах.
Шупашкар районӗнчи пӗр ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ ӗҫ машинипе харпӑр хӑйӗн тӗллевӗпе усӑ курнӑ. Ҫакна прокуратура тӗрӗслев ирттерсен тупса палӑртнӑ.
Йӗркене пӑснӑ пуҫлӑх тӗлӗшпе административлӑ ӗҫ пуҫарнӑ. Ӑна штраф тӳлеттернӗ. Сӑмах май, куншӑн нумайран та 500 пин тенкӗх штраф хураҫҫӗ. Текех унашкалли ан пултӑр тесе Шупашкар район администрацийӗн пуҫлӑхӗ тӗлӗшпе те представлени ҫырнӑ.
Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче «Гаврил Федоров. Несӗлсен сасси» ятпа халӑх вокалӗн ӑсталӑх сехечӗ иртнӗ. Ӑна халӑх юрӑҫи тата чӑваш фольклорне пухнӑ Гаврил Фёдоров ҫуралнӑранпа кӑҫалхи пуш уйӑхӗн 29-мӗшӗнче 145 ҫул ҫитнине халалланӑ.
Ӑсталӑх класне Шупашкар районӗнчи «Телей» фольклор ансамблӗн ертӳҫи, халӑх юррин ӑсти, педагог, фольклорист Наталия Арсентьева ирттернӗ.
Пултарулӑх лабораторине (мероприяти пирки хыпарланинче ҫавӑн пек каланӑ) культурӑпа кану учрежденийӗсенче ӗҫлекенсем, «Телей» тата «Эткер» (ку коллектив вулавӑш ҫумӗнче ӗҫлет, унӑн ертӳҫи Земфира Яковлева) ансамбльсен солисчӗсем пухӑннӑ.
Ака уйӑхӗн 11-мӗшӗнче Элӗкри ача-пӑча вулавӑшӗнче Лидия Филиппова тата Владимир Мишшан сӑвӑҫсемпе тӗлпулу иртнӗ.
Лидия Филиппова — чӑваш ҫыравҫи, журналист-публицист, филологи наукисен кандидачӗ, доцент. Канаш районӗнче ҫуралса ӳснӗ. Вӑл — 21 литературӑпа публицистика тата илемлӗ литература кӗнекисен авторӗ. Пӗтӗм Раҫҫейри литература премине — Василий Шукшинӑн ылтӑн медальне — тивӗҫнӗ.
Владимир Мишшан (Васильев) — поэт-куҫаруҫӑ, поэт-юрӑҫ. Шупашкар районӗнчи Чулкассинче ҫуралнӑ.
Пултарулӑх ӑстисем пухӑннисене хӑйсем ҫинчен каласа кӑтартнӑ, ҫамрӑк вулакансен ыйтӑвӗсене хуравланӑ.
Чӑваш Енре иртнӗ «Туслӑх хӗлхемӗ» фестиваль вӗҫленнӗ. Аса илтерер: ӑна Чӑваш Енӗн Вӗренӳ министерствипе Хӗрарӑмсен республикӑри канашӗ Тӑван чӗлхен пӗтӗм тӗнчери кунӗнче, нарӑс уйӑхӗн 21-мӗшӗнче, уҫнӑччӗ.
Халӗ «Туслӑх хӗлхемӗ» фестиваль ҫӗнтерӳҫисене пӗтӗмлетнӗ. «Сӑмах илемӗ» номинацире Елчӗкри вӑтам шкулта вӗренекен Камилла Борисова ҫӗнтернӗ, «Чӑваш вӑййи» номинацире — Патӑрьел районӗнчи Хирти Пикшикри «Мерчен» фольклор ушкӑнӗ, «Чӑваш ташши» номинацире — Шупашкар районӗнчи Тренккассинчи «Сияние» хореографи ушкӑнӗ, «Янра чӑваш юрри» номинацире — Хӗрлӗ Чутайӗнчи вӑтам шкулти Софья Эзенкина тата Йӗпреҫ районӗнчи Кӗлӗмкассинчи шкулта 3-мӗш класра вӗренекенсем.
Иртнӗ талӑкра Ҫӗрпӳ, Хӗрлӗ Чутай, Канаш районӗсенче типӗ курӑк ҫунтарса шар курнӑ. Ҫулӑм ҫурт-йӗр, хуралтӑ таврашӗ ҫине куҫнӑ.
Ӗнер Муркаш районӗнче «Автотранспортник-3» сад юлташлӑхӗнче ҫӳп-ҫап ҫунтарса пушар тухнӑ. Унта ҫулӑм икӗ йывӑҫ ҫурта тӗп тунӑ, 1800 тӑваткал метр лаптӑк ҫинчи типӗ курӑк ҫуннӑ.
Шупашкар районӗнче «Труд» тата «Мечта» сад юлташлӑхӗсенче икӗ дача ҫунса кӗлленнӗ. Вӑрнар районӗнчи Ҫӑкаллӑ Явӑш ялӗнче 64 ҫулти хӗрарӑм ҫӳп-ҫап ҫунтарнӑ. Ҫулӑм хуралтӑ таврашӗ ҫине куҫнӑ.
Ҫӗрпӳ районӗнче Ҫӗпӗр мурӗпе чирленӗ ҫынсене пульницӑран киле кӑларнӑ. Аса илтерер: пуш уйӑхӗнче ҫак районти Кивӗ Тутайкасси ялӗнчи икӗ ҫын вӑкӑр пуснӑ хыҫҫӑн Ҫӗпӗр мурӗпе чирленӗ. Какая вӗсем Шупашкар районӗнчи Явӑш ялӗнчи ҫынсене сутнӑ. Аша вӗсенчен илсе ҫунтарса янӑ, килӗсене дезинфекци тунӑ.
Сӑмах май, Кивӗ Тутайкассинчи ҫынсене Ҫӗпӗр мурӗнчен вакцинацилеҫҫӗ.
Чӑваш Ене тата тепӗр виҫӗ ФАП илсе килнӗ. Ҫапла, илсе килнӗ. Кунта сӑмах урапа ҫинчи фельдшерпа акушер пункчӗсем ҫинчен пырать.
Республикӑн Сывлӑх сыхлав министерствинче пӗлтернӗ тарӑх, хальхи вӑхӑтра кашни муниципалитетра пӗрер (пурӗ — 21) ФАП пур-ха.
Медицина оборудованийӗ вырнаҫтарнӑ мобильлӗ ҫӗнӗ 3 комплекса Ҫӗрпӳ, Улатӑр тата Шупашкар районӗсенчи больницӑсене валеҫсе пынӑ.
Асӑннӑ ФАПсем тухтӑрсене аякри ялсене ҫитсе тата хӑйсем тӗллӗн тухса ҫӳреймен ҫынсене йышӑнмалла.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |